Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑсталӑх сехечӗ

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш наци музейӗ вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлӗ. Ҫавна май ун чухне учрежденири ялан ӗҫлекен экспозицисемпе тӳлевсӗрех паллашма май туса парӗҫ. Ушкӑнсем валли экскурсисем тата ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ.

Чӑваш Ен историйӗпе паллаштаракан экскурси 12 сехетре пуҫланӗ, тӗрленӗ Раҫҫей карттипе паллаштараканни — 14 сехетре.

Тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ 11 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 14 сехетре иртӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче «Звуки музыки народной» (чӑв. Халӑх кӗввин сасси) ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.

Ал айӗнчи тӗрлӗ хатӗртен чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур, краевед, чылай кӗнеке авторӗ, Николай Фомиряков ачасене чӑваш музыка инструменчӗсем пуҫланса кайни, вӗсен кашнин янӑравлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Ӑстапа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш тата 49-мӗш вӑтам шкулсенче 6-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӑмӑшран сӑрнай, шӑпӑр валли чӗлӗх хатӗрлеме май пуррине пӗлсе тӗлӗннӗ.

 

Культура
vk.com/chnmuseum сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chnmuseum сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫӑм арлама вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ. Унта эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ: эрнекунсерен тата шӑматкунсерен. Эрнекун ӑсталӑх лаҫҫи 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетрен 18 сехетчен.

Ҫавӑн пек ӑсталӑх сехетӗнче Ҫӗнӗ Шупашкари 18-мӗш лицейра ачасене литературӑна вӗрентекен Ольга Кузьминова ҫӑм арлама вӗреннӗ, халӗ вӑл ҫав ӑсталӑха ыттисене хӑнӑхтарать. «Эпир ҫавӑн пек вӗренекенсене питӗ юрататпӑр», — теҫҫӗ музейра.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки Наталия Сергеева ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «В первом ряду» (чӑв. Пӗрремӗш ретре) акцие хутшӑнса йӗркеленӗ мероприятие Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулта тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ.

Ҫамрӑксем чаршав хыҫӗнче мӗн пулса иртнипе паллашнӑ, паллӑ ӑстасемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Кайран вӗсене М. Ладон «Айӑпсӑр чун» спектаклӗн репетицине кӑтартнӑ.

 

Культура

Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ачӑ-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче «Проект, который выигрывает» (чӑв. Ҫӗнтерекен проект) ӑсталӑх сехечӗ иртӗ.

Культура политики тата социокультура программировани енӗпе ӗҫлекен специалист, эксперт, Лондонта «Культурная дипломатия, политика и отношения» (чӑв. Культура дипломатийӗ, политика тата хутшӑнусем) магистр программине вӗренсе тухнӑ Надежда Пономаренко ҫав кунах интерактив мелӗпе тухса калаҫӗ. Вӑл Лондонти тата Мускаври культура организацийӗсенче ӗҫлесе опыт пухнӑ.

Ӑсталӑх сехечӗ 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен пырӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Надежда Пономаренко ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансен ыйтӑвсене хуравлӗ.

Тӳлевсӗр мероприятие культура учрежденийӗсен ертӳҫисене, ӗсченӗсене, культура менеджерӗсене, асӑннӑ темӑпа кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Регистрациленес тесен ҫак каҫӑпа иртмелле.

 

Культура

Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче республикӑра пурӑнакан халӑхсен ташшисене вӗрентмелли ӑсталӑх сехечӗн пӗрремӗш занятийӗ иртнӗ. на онлайн-мелпе йӗркеленӗ.

Чӑваш ташшипе ӑсталӑх сехетне Шупашкарти тӗп клубӑн тытӑмӗнчи «Нарспи» клубӑн «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗ Алиса Лукина ирттернӗ.

Чӑваш халӑх хореографи ӳнерӗ икӗ жанртан тӑрать: вӑйӑ (уяв картисем), maшӑ. Жанрсенче хӑйсен тӗсӗсем пур. Уяв картинче — юрӑ карти, вӑйӑ картисем, ташӑ карти тата карта вӑййисем.

«Сарпике» ансамбль «Вӑйӑра» ташша кӑтартнӑ. Коллектив ертӳҫи Алиса Лукина ташӑпа паллаштарнӑ. «Нарспи» клубӑн аккомпаниаторӗ, баянист, «ЯлАр» этно-рок ушкӑн ертӳҫи Николай Пыркин та кӑсӑклӑ самантсене уҫӑмлатнӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Паян Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерци техникумӗнче «Ҫамрӑк профессионалсем» VII наци чемпионачӗн финалӗнче юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ пике апат пӗҫерессин ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Ача епле пӗҫернине пӑхма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пырса ҫитнӗ.

Шупашкарти 64-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен ача пӗҫернӗ пулӑран вӗри апат тата тӑпӑрчӑран курага тата апельсин хуппи ярса хӑпарту пӗҫернӗ.

Ача епле хатӗрленине общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче тата шкул апатланӑвӗн комбиначӗсенче ӗҫлекен ӑстасем хутшӑннӑ. Дарья хатӗрленӗ тӑпӑрчӑ хӑпартӑвӗ Элтепере те килӗшнӗ. Вӑл ӑна шкул менюне кӗртме республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине сӗнессине пӗлтернӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть